Нумаях пулмасть Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта «Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вырӑсла тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси» ятпа стажировка иртнӗ.
Стажировкӑна республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Пӗлӗве ӳстерме 108 сехетлӗ программӑпа дистанци курсне куҫамлӑ вӗҫлекенсем пухӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчи тата Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Куславкка, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем инҫе ҫула хаваспах тухни пирки Вӗренӳ инстиутчӗ пӗлтерет.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗренекенсем валли А.А. Ядрицова «Н.И. Ашмарин — чӑваш чӗлхине тӗпчекен», А.А. Такина «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатӗрленӗ урок конструкцийӗ», Г.Д. Карсакова «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче юрӑпа усӑ курни» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Сӑнсем (7)
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ.
Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем.
«Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев.
Патшалӑх элемӗсем пирки чи лайӑх пӗлекенсене палӑртма республика шайӗнчи конкурс иртнӗ. Унта мӗнпур район-хуларан 279 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫав шутра Йӗпреҫ районӗнчи ачасем те пур. Вӗсем конкурса 10 ӗҫ ҫитернӗ.
Конкурс виҫӗ номинаципе иртнӗ: «Раҫҫей элемне мухтатӑп...», «Раҫҫей элемӗнче ҫӗннине уҫатӑп», «Патшалӑх символики декораципе прикладной ӳнерте».
Юлашкинчен асӑннинче Йӗпреҫри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнчи «Асамат» пултарулӑх мастерскойне ҫӳрекен Елизавета Шишкина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗслӗ хутран «Акӑш-патриот» кӳлепе ӑсталанӑ. Ӑна Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ тунӑ. Пултарулӑх мастерскойне кӑҫал тӑваттӑмӗш ҫул ҫӳренине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Ҫак вӑхӑтра хӗрача пултарулӑхне туптаса, ҫӗнӗрен ҫӗннине ӑша хывса пырать.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ.
Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ. Чӗнме ыттисене те чӗннӗ-ха. Пӗчӗккисем уйрӑмах хастар пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем чи малтанах вӗсене Чӑваш Енӗн кайӑк-кӗшӗкӗпе паллаштаракан слайд кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх пӗчӗкскерсем чылай кайӑк хамӑр патрах хӗл каҫма юлнине пӗлнӗ. Мӗнле кайӑксем сивӗ хӗлтен хӑраманнине те пӗлнӗ ачасем. Сивӗрен хӑрамаҫҫӗ те вӗсем, анчах выҫлӑх самай шиклентерет. Ҫунатлӑ туссене хӗл каҫма ҫӑмӑл пултӑр тесен вӗсене апат памалла. Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла. Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ.
Слайдсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулавӑш ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен сырӑшӗсене ҫакма тухнӑ.
Нумаях пулмасть ял ҫамрӑкӗсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ял хуҫалӑх академийӗнче йӗркеленӗ.
Канашлӑва «Яла шанатпӑр — Чӑваш Енпе мухтанатпӑр» ят панӑ. Ялсенче ҫамрӑксем нумай теме ҫук-ха та… Ара, аслӑ шкултан вӗренсе тухакансем пысӑк хуласене талпӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫамрӑксем районсенче юлччӑр тесен мӗн тумалла? Ку чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Чӑваш Енре 6 ҫул каялла Ял ҫамрӑкӗсен регион уйрӑмне йӗркеленӗ. Организаци аграри профессийӗсен сумне ӳстерес енӗпе ӗҫлет.
Канашлӑва та ҫак организаци пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унта ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларакан пысӑк предприятисене хутшӑнма чӗннӗ.
Канашлура ӑсчахсен ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи агроном Константин Александров ял пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн пӗчӗк шалупа ҫыхӑннине тунмасть. Анчах яланах ҫапла мар-мӗн. Акӑ ҫамрӑк агроном хӑйӗн шалӑвӗпе кӑмӑллӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: ялти кану тытӑмне аталантарнипе ҫамрӑксене ялта тытса тӑраймӑн. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вӑтам ӗҫ укҫи 14 пин тенкӗпе танлашать. Анчах ку ҫамрӑк специалистсене илӗртмест-мӗн. Канашлӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе, паян чи малтанах влаҫпа ҫыхӑну йӗркелемелле, ыйтусене пӗрле татса памалла.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Валентин Воронин пӗр самантра паттӑр евӗр пулса тӑрасса хӑй те шухӑшламан-тӑр. Хӑйӗн тыткаларӑшне вӑл, тепӗр тесен, паттӑрлӑх вырӑнне хумасть те. Анчах ӗҫтешӗсем ҫакна пысӑка хурса хакланӑ.
«Чӑвашэнерго» предприятин Йӗпреҫ районӗнчи электричество ҫыхӑнӑвӗнчи оперативлӑ тухса ҫӳрекен бригадинче ӗҫлекенскер вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лавккара пулнӑ. Арҫын кӳлле путни пирки хӗрарӑм хурахлатса кӑшкӑрнине илтсе электромонтер лавккаран вӗҫтерсе тухнӑ та кӳлӗ патне чупнӑ. Пулӑ тытса ларакан этем ҫыранран 20–25 метрта путма пуҫланӑ. Электромонтер вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу машинипе пӗрле пулӑҫа вӗрен персе панӑ. Лешӗ ӑна ярса илсе шывран тухнӑ.
Валентин Воронин пирки ӗҫтешӗсем ырӑпа кӑна палӑртаҫҫӗ. Тӳрӗ чунлӑ, яваплӑ, пуҫаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Электричество сетӗнче 20 ҫула яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра ӑна Промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотипе те чысланӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӗрарӑма чапа кӑларар» ятпа конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва тӑхӑр хӗрарӑм хутшӑннӑ: Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчен — Нина Дмитриева, Березовкӑран — Наталья Краснова, Пысӑк Упакассинчен — Алена Филиппова, Йӗпреҫрен — Галина Ильина, Киререн — Светлана Соловьева, Кӗлӗмкассинчен — Татьяна Орлова, Пучинкерен — Лилия Иванова, Хурамалтан — Наталия Александрова, Чӑваш Тимешрен — Надежда Евдокимова.
«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ — 2015» ята Пучинкери Лилия Иванова ҫӗнсе илнӗ, «Ҫулталӑк вице-хӗрарӑмӗ — 2015» ята — Чӑваш Тимешри Надежда Евдокимова.
Конкурса хутшӑннисен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата ӑмӑртӑва хутшӑннисене районти тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ, малашне те ҫавӑн пек маттур пулма суннӑ.
Общество кирек хӑш саманара та ҫирӗп ҫемьесемпе вӑйлӑ. Ҫавна май ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Раҫҫейре Амӑшӗн кунне паллӑ тӑвас умӗн Чӑваш Енри кӑҫалхи чи лайӑх ҫемьесене чысларӗҫ.
"Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" конкурса пурӗ 159 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа пысӑк уяв иртрӗ. "Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" титула ҫӗнсе илекенсем Шупашкар хулин Мускав районӗнче пурӑнакан Магаринсем пулнӑ. Тӗрлӗ номинацире Ҫӗмӗрле хулинчи Зайцевсен, Вӑрнар районӗнчи Тикиневсен, Патӑрьел районӗнчи Раковсен, Тӑвай районӗнчи Константиновсен, Йӗпреҫ районӗнчи Васильевсен ҫемйисем ҫӗнтернӗ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта Турци хӑнисем пулнӑ. Вӗсене «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ ача-пӑча вӑййисен композицийӗпе кӗтсе илнӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗ Оксана Сорокина, Турци ҫӗршывӗнчи Тракия Университечӗн ассистенчӗ Джемалеттин Явуз анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнӑ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасемпе пӗрле Елена Ефремова, Зинаида Антонова, Мелания Андреева, Владимир Ильин, Зоя Акчурина, Елизавета Михайлова, Людмила Клементьева пулнӑ. Валерий Софронов шкул ертӳҫи, Николай Федоров вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑнасене Пучинке тӑрӑхӗнчи ӗлӗкхи йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ, паянхи куна мӗнле йӑласем упранса юлни пикри каласа кӑтартнӑ.
Джемалеттин Явуз калаҫӑвне чӑвашла пуҫланӑ. Вӑл Турцири аливи халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисенче пӗрпеклӗх нумаййине асӑрхани ҫинчен каланӑ. Ҫак икӗ халӑхӑн пӗрпеклӗ мӗнрен килнине лайӑхрах та тарӑнрах пӗлес тӗллевпе тӗпчев ирттерет иккен вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |